Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ Уявра
Уявра

Раштавӑн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Мӑн Этменти вӑтам шкулти кӗҫӗн ушкӑнти ачасем Ҫӗнӗ Ҫул уявне паллӑ турӗҫ.

Кашниех уява хитре тумпа, тӗрлӗ костюмпа килнӗ. Вӗсем пухӑннисене тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа савӑнтарчӗҫ.

Хӗл Мучипе Юрпике килсен ачасем вӗсене юрласа, сӑвӑ каласа тӗлӗнтерчӗҫ. Хӗл Мучипе Юрпике кашнинех асӑнмалӑх парне пачӗ. Уяв чӑннипех ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Ку ӗҫре, паллах, ашшӗ-амӑшӗсен те, воспитательсен тӳпи те пысӑк.

 

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски районӗнче «Ачасене — шӑккӑлат» Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи акци ирттернӗ. Вырӑнтисем ку вӑл йӑлана кӗнӗ мероприяти пулни пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна сусӑр, тӑлӑхсем, юрлӑ пурӑнакан ҫемьесенчи ачасене валеҫсе парас тесе йӗркеленӗ.

Акци чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 20-мӗшӗччен пынӑ. Пӗр уйӑхра 400 ытла шӑккӑлат пухнӑ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан шӑккӑлата икӗ хут ытла пухма май килни пирки вырӑнтисем хавхаланса пӗлтереҫҫӗ. Ырӑ ҫынсем пуррине палӑртма вара чӑннипех те кӑмӑллӑ. Четвертти ялӗнче пурӑнакан Елена Павлова, акӑ, 14 шӑккӑлат туянмалӑх 500 тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Пылак кучченеҫе ачасене районта ирттернӗ ҫӗнӗ ҫул уявӗнче валеҫсе панӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ҫӗнӗ шыв турулӗ
Ҫӗнӗ шыв турулӗ

21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр та, хӑш-пӗр ялта пусӑран шыв ӑснине пуҫласа курсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗччӗ. Ун пеккине Елчӗк районӗнчи темиҫе ялта асӑрханӑччӗ. Ҫыннисем унран пӗртте тӗлӗнмеҫҫӗ иккен. Килсерен тенӗ пек алтнӑ та кӑмӑлсӑрланнине палӑртмаҫҫӗ.

Элӗк районӗнче ун пек ялсем пуррипе ҫуккине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен кӑсӑкланман та — пӗлместпӗр. Унта шыв объекчӗсем туса пӗтерес ӗҫе вӗҫленине пӗлетпӗр. Апла тӑк Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗсемпе тата башньӑпа (район администрацийӗн сайтӗнчи информацире шыв объекчӗсем тенӗ те, официаллӑ чӗлхерен куҫарсан, сӑмах пӑрӑхсемпе колонкӑсем, башня пирки пынӑн туйӑнать) кӗтсе илӗҫ. Элӗк салинчи Чечек, Ҫамрӑксен, Кӑнтӑр урамӗсенче тата Асамат ялӗнчи пролетари урамӗнче пӑрӑхсене 2,7 километр тӑршшӗ хунӑ иккен тата ҫӗнӗ колонкӑсем вырнаҫтарнӑ.

Ӗҫе пурнӑҫлама 13,99 миллион тенкӗ тухса кайнӑ, ҫав шутран 8,09 миллионне республика хыснинчен уйӑрнӑ, ытти Мускавран килнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Юр кӗлеткесем
Юр кӗлеткесем

Ҫӗнӗ Ҫул уявне кӗтсе илме Хӗрлӗ Чутай районӗнчи кашни ялах тӑрӑшса хатӗрленет. Кив Атикассинчи Культура ҫурчӗ умӗнчи площадка ҫак кунсенче юмахри сӑнарсемпе тулса ларчӗ.

Каҫсерен кунта илемлӗ чӑрӑш иртен-каякана савӑнтарать. Кунтах Аслӑ Хӗл Мучипе Юрпике тата вӗсен тусӗсем — тепӗр тӑватӑ Хӗл Мучи. 2014 ҫул хуҫи лаша ҫула тухма хатӗр. Иртнӗ Олимп элемӗ — упа, икӗ пингвин, икӗ матрешка. Кунтах юр тӑвайкки те ӑсталаса лартнӑ.

Илемлӗ кӳлепесене ӑсталанӑ ҫӗрте уйрӑмах библиотека ӗҫченӗ Ираида Аксакова, Кив Атикаси Культура керменӗн тата Ҫӗнӗ Атикасси клубӗн методисчӗсем Галина Гордеевӑпа Вячеслав Бармин хастар пулнӑ. Ытти культура работникӗсем те, кашниех, пултарнӑ таран пулӑшнӑ. «Ҫӗнӗ Ҫула пӗрле, хаваслӑн кӗтсе илӗпӗр!» — теҫҫӗ юр кӗлеткесем.

Сӑнсем (19)

 

Ял пурнӑҫӗ Йӗпреҫ райповӗн ҫурчӗ
Йӗпреҫ райповӗн ҫурчӗ

Йӗпреҫ районӗн потребительсен обществин Смычка ялӗнче вырнаҫнӑ лавккине 300 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ.

Хайхи тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ку лавккара срокӗ пилӗк уйӑх каяллах тухнӑ консервӑсене сутнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне кунта сутӑнакан хӑш-пӗр сӗт-ҫу таварӗн, пельменӗн тата котлетӑн сутмалли вӑхӑчӗ уйӑх каялла иртсе кайнӑ пулнӑ.

Ҫапла май лавккан юрӑхсӑр тавар сутнӑшӑн административлӑ явап тытма тивнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/67639
 

Ял пурнӑҫӗ

Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Ермакова Марфа Филипповна 100 ҫул тултарчӗ.

Ӑна саламлама Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Осипов, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепелкин, тата ытти тӳре-шара ҫитрӗҫ. Ҫӗр ҫул тултарнӑ кинемее хӑнасем парнесем пачӗҫ — чечексем те пулчӗҫ, Владимир Путин алӑ пуснӑ открыткӑ та.

Марфа Филипповна хӑй юнашарти Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялта ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл Иван Алексеевича качча тухнӑ. Нумая тӑсӑлман вӗсен телейлӗ пурнӑҫӗ — 1941 ҫулта упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1944 ҫулта сусӑрланса таврӑннӑ, 56 ҫула ҫитсен ҫӗре кӗнӗ. Марфа Филипповна упӑшкине 4 ача ура ҫине тӑратнӑ, хальхи вӑхӑтра 10 мӑнук тата 11 мӑнук ачи.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Тури Хурасан ялӗнче пурӑнакан Надежда Афанасьева ялти клуба хӑй туприпе юсанӑ. Ун валли кинемейӗн ӗнепе пӑру та сутма, банкран кивҫен укҫа та илме тивнӗ. Юрать-ха, ачисем ватта ӑнланнӑ — чарман. Ӗҫне пуҫӑнсан ял ҫыннисем те пулӑшнӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурт кинемейӗн аслашшӗпе асламӑшӗн пӳрчӗ пулнӑ. Унтах унӑн ашшӗ ҫуралнӑ. Аслашшӗне репрессиленӗ хыҫҫӑн ҫурт вырӑнти колхоза панӑ та клуба ҫавӑрнӑ. Ҫав ҫулсенче клубра концертсем те лартнӑ, ҫӗнӗ мӑшӑрсене те ҫырӑнтарнӑ. Самани улшӑнса кайнӑ хыҫҫӑн ҫурт никама та кирлӗ мар тӑрса юлнӑ. Унтанпа 14 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра сӗтӗрмеллине сӗтӗрсе-ҫаратса пӗтернӗ. Йӑх-несӗлсен ҫурчӗ ҫапла япӑхса-юхӑнни Надежда Афанасьева чунне хытах хурлантарнӑ. Ҫавӑнпах вӑл ӑна юсас ӗҫе кӳлӗннӗ. Паян унта ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса лараҫҫӗ.

Халӗ кинемее юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт никам балансӗ ҫинче те марри кӑна пӑшӑрхантарать. Ял халӑхӗ пухӑннӑ каҫсенче ҫутта вӑл хӑй килӗнчен парса тӑрать.

 

Ял пурнӑҫӗ

Калӑн, пӗве юсанӑ. Анчах Муркаш районӗнчи Купӑрля пӗви ахальскер мар. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗн Николай Никольскин ашшӗ тунӑ пулнӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве япӑхма тытӑнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Тепӗр тесен, эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна юсамасӑрах пурӑнман пулӗ. Ахальлӗн ҫавӑн чухлӗ ҫул хушшинче вӑл тахҫанах япӑхса юрӑхсӑра тухса каймалла. Халӗ вара пӗверен ытла пӗве пуҫӗ патӗнчен иртекен асфальт ҫул шывпа йӗпенсе тӑма тытӑннӑ. Пӗвене юсамасан ҫул та япӑхса кайма пултарнӑ.

Вырӑнти ял тӑрӑхӗ халӑха пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлемен. Ара, пӗве выльӑх-чӗрлӗхе тата йӑрана шӑварма та, пушар тавраш (усалли ан пултӑр та) тухсан шыв илме те кирлӗ-ҫке. Ильич ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ техника уйӑрса панӑ. Ял ҫыннисенчен Л.В. Прокопьев, В.В. Ипатьев, М.М. Васильев, А.Н. Никифоров уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫленӗ-мӗн.

Сӑнсем (9)

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫуркуннепе кӗркунне мӗн чухлӗ йывӑҫ лартнине шута илсен пирӗн тӑрӑхри ял-хуласем тахҫанах вӑрмана ҫаврӑнмалла пек. Анчах лартнипе кӑна ҫырлахмалла мар-ҫке, пӑхмалла та мар.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче йывӑҫ-тӗмсене йӗркеллӗ хӗл каҫарма тӑрӑшаҫҫӗ. Юр хӳсе лартиччен унта ҫамрӑк хунавсене ятарлӑ картапа тытса ҫавӑрнӑ. Чӑрӑшсемпе туясене вӗсем юр ватса пӗтересрен пулӑшасса шанаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Хурӑнлӑх тавралӑхӗ. Н. Плотников сӑнӗ
Хурӑнлӑх тавралӑхӗ. Н. Плотников сӑнӗ

Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче экологи эрни йӗркеленӗ-мӗн — ун шайӗнче Хурӑнлӑх ялӗ ҫумӗнчи пысӑк пӗвене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 61 михӗ пуҫтарӑннӑ. Ҫак ӗҫе йӗркелекенӗ — Са­ра­па­кас­си ял тӑ­рӑ­хӗн­чи ве­те­ран­сен ер­тӳ­ҫи Оль­га Д­мит­рие­ва.

Мӗн кӑ­на хӑвармаҫҫӗ пуль ҫак таврана канма килекенсемпе пулӑ тытакансем. Кан­тӑк, плас­тик кӗ­лен­че­сем, кон­сер­ва бан­ки­сем, по­лиэ­ти­лен ху­та­ҫӗ­сем пӗтӗм тав­ра­лӑ­х илемне пӑсса выртнӑ. Ял ҫын­ни­се­не ҫа­кӑ пи­тӗ ки­лӗш­мест. Ҫа­вӑн­па та ир­хи­не кӗ­тӳ яр­са­нах ҫын­сем ал­ла ми­хӗ­сем йӑт­са пӗве хӗр­ри­не вас­ка­нӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, [71], 72
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 26

1901
124
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
95
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
75
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
52
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ